Кӑҫал республикӑра шыв-шурта пурӗ 39 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку хисеп чӑннипех те хӑрушӑ. Шывра путса вилнин сӑлтавӗсем тӗрлӗрен. Чи пӗлтерӗшлисем — этемӗн явапсӑрлӑхӗ, йӗркене пӑхӑнманлӑхӗ тата айванлӑхӗ. Тӗленмелле эпир ҫынсем, инкек тухма пултарассине пӗлетпӗр, ҫапах ҫутҫанталӑк, общество саккунӗсене хирӗҫ кутӑн ашак пек кайса тӗрлӗ пӑтӑрмахсене лекетпӗр. Ӗҫ-пуҫ лайӑх вӗҫленсен юрӗ-ха, анчах хӑш чухне «вӑйӑран вӑкӑр тухать» каларӑш та пурнӑҫа кӗрет.
Ӗҫсен этем пуҫне ҫухатать тейӗн. Ҫурлан 5-мӗшнче Йӗпреҫ районӗнчи Кушакпуҫ ялӗнчи шыв-шурта тухнӑ инкек ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулхи арҫын хытах хӗренкеленнӗ хыҫҫӑн асӑннӑ ял пӗвин тарӑнӑшне тӗреслеме шутланӑ, шалаллах кӗрсе кайсан каялла тухма арҫын вӑй ҫитереймен. Каярах ун виллине шыв-шурти инкекрен хӑтаракан службӑн водолазӗсем кӑларнӑ.
Ҫурлан 6-мӗшӗнче тепӗр инкек Вӑрнар районӗнчи Туҫи Ҫармӑс ял ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ пӗвере тухнӑ. 48 ҫулхи ял ҫыннине пулӑра асӑрхануллӑ пулманни пӗтернӗ, сывлама пӑрахнӑскерне шывран ял ҫыннисем кӑларнӑ.
Алла укҫана ҫӑмӑллӑн илес текенсем пур вӑхӑтра та ҫитереклӗ пулнӑ. Ав, Ҫӗнӗ Шупашкарта та ун йышшисем «хуҫаланма» тытӑннӑ. Анчах та тӗрес мар майпа «пуйма» тытӑнакансен ӗҫӗ-хӗлӗ нумайлӑха тӑсӑлман — вӗсен те саккун умӗнче явап тытмалла пулӗ.
Ӗнер, ҫурлан 7-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта йӗрке хуралҫисем урапасен номерӗсен вӑррисене тытнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Раҫҫей ШӖМ пайӗн полици ертӳҫи Дмитрий Георгиевский палӑртнӑ тӑрӑх икӗ вӑрӑ 20 ҫула та ҫитмен. Вӗсем икӗ уйӑх хушши патшалӑх номер паллисене вӑрласа пурӑннӑ, хыҫҫӑн вара шырлӑх курнӑ водительсене карас телефон балансне тултарма ыйтнӑ, унсӑр урапан номерне тавӑрса пама килӗшмен. Баланс суммине вара 1000 тенкӗрен пуҫласа 1500 тенкӗ таранах ыйтнӑ. Пӗтӗмпе 28 урапа хӑйсен патшалӑх номернӗ «ҫухатнӑ».
Паянхи кун вара икӗ вӑрра явап тытарассипе ыйтӑва татса параҫҫӗ.
«Сывлӑх енчен хавшани — пурнӑҫ вӗҫӗ», — каларӑш тӗресех маррине республика спортсменӗсем хӑйсен тӗслӗхӗпе яланах ҫирӗплетме хатӗр. Ӗнер те, ҫурлан 6-мӗшӗнче сусӑрсем ҫӑмӑл атлетикӑпа тата шывра ишессипе Раҫҫейӗн юниорла пӗрлешӳллӗ ушкӑнӗн йышӗнче колясочниксен тата чӑлахсен халӑхсем хушшинчи спорт федерацийийӗн пӗтӗм тӗнчери юниорла вӑййисене (IWAS) хутшӑнма Пуэрто-Рико ҫӗршывне ҫул тытнӑ.
Ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне пирӗн ентеш те — Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗн вӗренекенӗ Константин Репин (тренерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ Андрей Михалов) та кӗнӗ.
Константин ахаль лекмен ҫак ушкӑна. Шупашкарта ҫӗртме уйӑхӗнче чӑлахсем хушшинче ҫӑмӑл атлетикӑпа чемпионат тата Раҫҫей первенстви иртнӗ. Ҫак ӑмӑртун пӗтӗмлетӗвсем тӑрӑх ӗнтӗ Константин Репин Тӗнче первинствине кайма тивӗҫнӗ. Пӗлме: ҫамрӑк спортсмен яшсем хушшинчи 100 тата 200 метр чупура ҫӗнтернӗ кӑна мар, унсӑр пуҫне унӑн кӑтартӑвӗ ҫӗршыв чемпионатӗнче Т-38 ушкӑнлӑ спортсменсем валли чи лайӑххи пулнӑ.
Пуэрто-Рикори пӗтӗм тӗнчери вӑйӑсем ҫурлан 16-мӗшччен пырӗҫ.
Паянхи кунсенче Пенза хулинче Раҫҫейри вӗренекенсен VI ҫуллахи спартакиадин финалӗ пырать. Нумай пулмасть унта «Чистые пруды» кану базинче триатлонпа ӑмӑртусем вӗҫленнӗ. Ӑмӑртӑва ҫӗршыври 16 тӗрлӗ тӑрӑхри 90 спортсмен хутшӑннӑ, вӗсен шутӗнче пирӗн 7 ентеш.
Спартакиада историнче пӗрремӗш хут яшсем хушшинче пирӗн ентеш, Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти УОР тата Чӑваш Ен Минспорчӗн СДЮШОР №3 вӗренекенӗ Дмитрий Ефимов ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Дистанцийӗ — 300 м шывра ишесси, велочупу — 10 ҫх тата 2 ҫх чупу. Ӑна пӗтӗмешле вӗҫлеме Дмитрие 27 минут 16,07 секунд ҫеҫ кирлӗ пулнӑ.
Дмитрий Ефимов «ылтӑн» тивӗҫнӗшӗн ӑна эпир саламлатпӑр, унӑн ҫитӗнӗвӗпе мухтанатпӑр.
«Интеграл» технопарк Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗпе тата «Капитошка» ача-пӑча аталанӑвӗпе кану центрӗпе пӗрле пулса паян салтак юррин кунне ирттерет. Ӑна спутник-хулари «Ельник ращи» культурӑпа кану паркӗнче йӗркелӗҫ. Вӑл 12 сехетре пуҫланать.
Унта ветерансене, тӗрлӗ хирӗҫ-тӑрӑва хутшӑннисене йыхравланӑ иккен. Пухӑннисем салтак тата патриот юррисене итлесе киленӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ десантниксен привалне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Граффити енӗпе ирттернӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисене те паян чысламалла.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта Чӑваш Енрен тухса каякансен йышӗ пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенчинчен 13,2 процент нумайланнӑ. Ҫапла вара асӑннӑ ҫак тапхӑрта пирӗн республикӑран 7 103 ҫын урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ, ҫавсенчен 6 891-шӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапаланнӑ, ыттисем чикӗ леш еннех куҫ хывнӑ.
Пирӗн пата пурӑнма вара 4 946 ҫын килнӗ иккен. Пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑрпа пӑхсан, хайхисен йышӗ 4,1 процент сахалрах-мӗн.
Килен-каян йышне районсемпе хуласем тӑрӑх танлаштарса пӑхнӑ та, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Пӑрачкав районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тӗпленме кӑмӑл тунисен йышӗ куҫса каякансенчен ытларах иккен. Патӑрьел, Канаш тата Етӗрне районӗсенчен вара каякансем унта пыракансенчен — нумайрах.
Информаци ятӗнче чӑваш терӗмӗр те, анчах килен-каян хушшинче ытти халӑх ывӑл-хӗрӗ те пулма пултарать.
Паян, ҫурлан пӗрремӗш кунхине Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫынсем пӗр кӑсӑклӑ пулӑм тавра сӑмахлама чарӑнмаҫҫӗ — ара паян 1:26 сехетсенче хулари ТЭЦ-3 ҫийӗнче хуралҫӑсем куҫпа курнӑ, карас телефон ҫине YKJ ӳкерсе илнӗ имӗш.
— Тӗпчесе пӗлмен ӗскере ахаль карас телефонӗ ҫине ӳкерсе илнӗ, ҫавӑнпа та видео пахалӑхӗ лайӑхах мар, ТЭЦ трубисем кадрта курӑнмаҫҫӗ. Пӗрлӗ ӗҫлекенсемпе эпир курнӑ тӗлӗнтермӗшрен калаҫми пулса лартӑмӑр. Пӑхӑрсем хушшинче кирпӗч евӗрлӗ япала ҫутатса тӑратчӗ. Шел пулин те эпир кӗске фрагмента ҫеҫ ӳкерсе ӗлкертӗмӗр, хыҫҫӑн объект куҫ умӗнчен ҫухалчӗ, — каласа парать Юрий Филиппов.
Ҫӗнӗ Шупашкарта асӑрханӑ тӗпчесе пӗлмен вӗҫекен ӗскере «ПроГород» сайтне кӗрсе курайраҫҫӗ.
Паян, утӑн 31-мӗшӗнче «Грани» хаҫат редакцинче журналистсен Чӑваш Енӗн премьер-министрӗпе Иван Моторинпа тата республикӑри хыпар политики тата массӑллӑ коммуникацийӗсен министрӗпе Валентина Андреевӑпа тӗлпулу иртнӗ.
ЧР министӑрсен кабинечӗн председателӗ экономика кӑтартӑвӗсем чакни ҫинче, хуласене пӗрлештерни ҫинчен, Шупашкар шыв управӗн шайне хӑпартни ҫинчен, ТБО полигон ҫинчен, эрех таврашне сутасси ҫинчен тата ытти пулӑмсем ҫинчен калаҫнӑ.
Тӗлпулура хускатнӑ ыйтусене шӑматкун тухакан «Грани» хаҫат номерӗнче вуласа пӗлме пулать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем час-часах тӗрлӗрен тӗллевсемпе республика тӗп хулине ҫул тытаҫҫӗ. Кашнинче маршрутлӑ таксипе, автобуспа е таксипе усӑ курни укҫа-тенкӗ енчен те тӑкаклӑ тата яланах хӑтлӑ мар. Ҫавна пула Ҫӗнӗ Шупашкарта тепӗр ҫул ҫӗнӗ троллейбус маршручӗ уҫма планланӑ. Вӑл вара Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкара ҫыхӑнтарӗ.
— Обществӑлла транспорт мӗнле хисеппе ҫӳрени хальлӗхе паллӑ мар-ха. Кӑҫал троллейбуса пӗр енне каякан ҫеҫ тӑвӗҫ пуль, тепӗр ҫул вара икӗ еннех. Троллейбус ӑҫта, мӗнле ҫӳрессине халӑх сасӑлавӗпе йышӑнма палӑртнӑ, — пӗлтернӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗн директорӗ Валерий Шимин.
Паянлӑха проектӑн документацине хатӗрлеҫҫӗ. Чӑвашгражданпроектӑн тӗп архитекторӗ Радий Рахимов пӗлтернӗ тӑрӑх кирлӗ хутсем уйӑхран хатӗр пулӗҫ. Проект тӑрӑх лаптӑк тӑршӗ 780 метр пулать. Ҫак лаптӑкра ҫыхӑну линине тӑсма тивӗ.
Ӗҫсене пӗтӗмӗшле вӗҫлесессӗн вара хула халӑхӗ транспорт ҫӑмӑллӑхӗпе туллин усӑ курма пултарать.
Аслӑрах ӑрурисем аван пӗлекен пӗр юрӑра ҫав йӗркесене виҫҫӗмӗш сӑпатра, нумайлӑ хисепре калатчӗҫ-ха. Эпир вара кӑшт ылмаштартӑмӑр. Ара, ӗлӗкрех «Ҫӗре — хресчене, савутсене — рабочисене» текен лозунгпа пурӑннӑ мар-и? Паян, ав, чылайӑшӗ — уйрӑм ҫын аллинче… Тепӗр тесен, пулинех. Чи кирли — налукне тӳлеччӗр те ӗҫлекенсене ан кӳрентерччӗр.
Ҫӗнӗ Шупашкарта тепӗр савут ҫӗклеме палӑртнӑ. Кун пирки «Химпром» акционерсен обществипе «Кематур Инжиниринг АБ» шведсен компанийӗ шывамӑш (водород) перекиҫӗ кӑларакан савут тӑвасси пирки алӑ пуснӑ иккен. Вӑл «Химпромӑн» лаптӑкӗнче хута каймалла. Ӑна 2015 ҫулта хута яма шухӑшлаҫҫӗ иккен. Унта ҫулталӑкне 50 пин тонна шывамӑш перекиҫӗ туса кӑларасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |